Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.3 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ҫтерлӗ районӗ

Чӑвашлӑх
Халӑх тетелӗнчи «Урал сасси» хаҫат страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Халӑх тетелӗнчи «Урал сасси» хаҫат страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Пушкӑртстанри Ҫтерлӗ тӑрӑхне чӑваш блогерӗ Константин Доброхотов пырса ҫитнӗ. Кун пирки «Урал сасси» хаҫатра ӗнер, утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, пӗлтернӗ.

«Паян Ҫтерлӗ районӗнчи Косяковка ял библиотеки чӑваш халӑх культурине, чӗлхине аталантарассишӗн тӑрӑшакан паллӑ блогера Константин Доброхотова кӗтсе илчӗ», — хыпарланӑ аякри йӑхташӑмӑрсем.

Хаҫатӑн сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, «Шупашкар хӑнине «Шуратӑл» литпӗрлешӳ ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен Геннадий Челпир ҫыравҫӑ, Ҫтерлӗ хулинчи 6-мӗш вулавӑшӑн ӗҫӗ-хӗлӗ пирки Валентина Зорина каласа панӑ. Ҫавӑн пекех Константин Доброхотов К.В. Иванов палӑкӗ патне ҫитсе пуҫ тайнӑ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗпе 102 ҫулхи Николай Михайлович Ефимовпа курса калаҫнӑ, сюжетсем ӳкернӗ».

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-133204963_18577
 

Культура
ursassi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
ursassi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Пушкӑртстанри Ҫтерлӗ районӗнчи Усӑллӑ ялӗнчи кивӗ шкул ҫуртӗнче 2015 ҫултанпа таврапӗлӳ музейӗ ӗҫлет. Ун валли экспонатсене пӗрчӗн-пӗрчӗн вырӑнти вулавӑш ӗҫченӗ Ольга Патраева пухнӑ.

Ольга Патраева «Урал сасси» хаҫатра пӗлтернӗ тӑрӑх, «музей уйрӑм ҫынсем, «Авангард» ООО ял хуҫалӑх предприятийӗ пулӑшнипе хӑй ӗҫне пурнӑҫлать».

«Музейра экскурси ирттернӗ май ачасене тӑван кӗтесӗн хисеплӗ ҫыннисемпе, мӑн асатте-асаннесен кун-ҫулӗпе паллаштаратӑп. Вӗсем авалхи япаласем ҫинчен пӗлӳ илеҫҫӗ, хӑйсен аллисемпе тытса пӑхаҫҫӗ. Ачасем йывӑҫран тунӑ савӑт-сапапа усӑ курнӑ, пир-авӑр тӗртсе ҫӗленӗ тумтир тӑхӑннӑ, сӑпайлӑ та ансат пурнӑҫ вӑхӑтӗнче «пулса кураҫҫӗ». Экспонатсем пирӗн асатте-асаннесем мӗнле ӗҫсем тунине, кулленхи пурнӑҫра епле япаласемпе усӑ курни ҫинчен каласа параҫҫӗ. Ҫавӑн пекех музейра ачасем чӑваш халӑх йӑли-йӗркисемпе паллашаҫҫӗ. Экскурси вӗҫленеспе чӑваш халӑх тумне тӑхӑнса фотосесси ирттереҫҫӗ. Совет влаҫӗ вӑхӑтӗнчи экспонатсен пӳлӗмӗ те пур кунта», — тесе хыпарланӑ Ольга Патраева.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ахӑртнех, сирӗн унчченхи юрату йӑл илӗ. Ку пӗр-пӗринпе интересленни те пулма пултарать. Анчах шӑпа пӳрнипе сирӗн ҫулсем пӗрлешӗҫ. Килти ӗҫсене нумай тимлӗх уйӑрсан вӗсен ӑшне путсах ларатӑр. Кайран вара унтан тухма йывӑр пулӗ.

Авӑн, 03

1900
126
Широкова Наталия Александровна, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ.
1910
116
Бойко Иван Яковлевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ ҫуралнӑ.
1932
94
Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ вилнӗ.
1937
89
Григорьев Николай Федорович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор ҫуралнӑ.
1962
64
Надежда Силпи, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть